Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи вулавӑшра хӑйне евӗр акци иртнӗ. Ҫак кун ял халӑхӗ вырӑнти музее тӗрлӗ япала парнелеме пултарнӑ.
Аялти Улмалуй ялӗнче пурӑнакан Василий Никитич Шикарев мезее алӑпа авӑртмалли арман парнеленӗ. Вӑл унӑн амӑшӗн Мария Ивановнӑн пулнӑ. Ӗлӗк кунашкал хатӗр кашни килтех пулнӑ. Унпа ытларах чухне тырӑ авӑртнӑ.
Кун пек арман икӗ пайран тӑрать. Ӑна хурӑнран, хӑш чухне юманран, вӗренерен хатӗрлеҫҫӗ, сийне металл пластинӑсем ҫапаҫҫӗ. Унпа тырра темиҫе хут авӑртса ҫӑнӑх та тума пулать.
Василий Никитич ачасем ӗлӗкхи япаласемпе ҫитӗнекен ӑру паллаштӑр тесе ӑна музее парнеленӗ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова вара музее стерилизатор, кантӑк шприцсем, йӗпсем йӑтса килнӗ.
Куславкка районӗнче чӑваш поэчӗн, куҫаруҫин пултарулӑхне халалласа савӑ вулакансен конкурсӗ кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут иртнӗ.
Паллах, кашни поэт хӑйӗн сӑввисем янӑранине кӑмӑллать. РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, поэт тата куҫаруҫӑ Анатолий Смолин хӑйӗн сӑввисен декломаторӗ пулнӑ, вырӑс класикӗсен пултарулӑхне юратнӑ. Куславккара иртекен конкурса Смолин вулавӗсем ят панӑ. Унта ачасем те, аслӑ ӳсӗмрисем те пухӑннӑ. Сӑвӑсем вырӑсла та, чӑвашла та янӑранӑ.
Куславкка район администрацийӗн ҫумӗ Мария Солдатихина каланӑ тӑрӑх, вӗсем Анатолий Смолин ентешӗ пулнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Анатолий Смолин чӑваш классикӗсен хайлавӗсене вырӑсла куҫарса чылай кӗнеке кӑларнӑ.
Конкурса хутшӑннисем поэта аса илнӗ, унӑн сӑввисемпе хывнӑ юрӑсене шӑрантарнӑ. Поэтӑн тӑлӑх арӑмӗпе ывӑлӗ пурне те чунтан тав тунӑ.
Ача-пӑча чӑваш юррин «Мехел» конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Кӑҫал конкурс ҫӳллӗ шайра иртнине палӑртаҫҫӗ.
Жюри председателӗ Николай Казаков палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал конкурса Шупашкарти ача пахчисенчен нумаййӑн хутшӑннӑ.
Куславкка тӑрӑхӗнчи 7 ҫулти Даша Моранькова сцена ҫинче ташласа юрланӑ чухне шалта йӑлтах чӗтреннине пытарман. Вӑл кӑшт ҫеҫ ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫеймен. Кӗҫӗннисен йышӗнче унран Евгения Васильева иртсе кайнӑ. Вӑл жюрие вокалпа кӑна мар, сӗрмекупӑс каласа та тӗлӗнтернӗ.
Конкурсра Вероника Арисова патӗнче ӑсталӑхне туптакансем маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Анна Порфирьева вӑтам ӳсӗмри ушкӑнра мала тухнӑ. Юлия Мокеевӑпа Павел Васильев аслӑраххисен ушкӑнӗнче ҫӗнтернӗ. Анастасия Егоркина салтак пирки юрланӑ юрӑ вара пурне те тыткӑнланӑ. Анчах Анастасийӑран Анна Орлова ирттернӗ.
«Мехел» ҫулран ҫул аталанса пырать. Унӑн халӑх тетелӗнчи ушкӑнра 500 ытла ҫын регистрациленнӗ. Ҫынсем юрӑҫсемшӗн тӗнче тетелӗнче те сасӑланӑ. Муркаш районӗнчи Дарья Макарова ытларах пухнӑ. Ҫаван пекех арҫын ачасен «Туссем» ушкӑнне, «Юханшыв» ансамбль ачисене куракансем килӗштернӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратура тытӑмӗнче прокурорсене вырӑнпа ылмаштарнӑ. Ку вӑл йӑлана кӗнӗ процедура пулнӑран тем тӗлӗнмеллиех ҫук. Аса илтеретпӗр, прокурора ҫӗршывӑн генпрокурорӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.
Куславкка районӗн прокурорӗнче тӑрӑшнӑ Петр Филиппова Чӑваш Енри юсанмалли учрежденисенче саккуна пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслекен прокурор пулма шаннӑ. Унччен ҫав должноҫре тӑрӑшнӑ Александр Зотова Куславкка район прокурорне лартнӑ.
Петр Филиппов 1962 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура тытӑмӗнче 1992 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫав ҫулсенче вӑл Ҫӗрпӳ район прокурорӗн пулӑшуҫинче, тӗпчевҫӗре тӑрӑшнӑ. 2001 ҫулта ӑна Куславкка район прокуорорне лартнӑ.
Александр Зотов 1970 ҫулта Йӗпреҫре ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1996 ҫулта прокуратура тытӑмӗнче тӑрӑшма тытӑннӑ. Аслӑ тӗпчевҫӗ те, ШӖМ органӗсенчи преступленисене тӗпченине тӗрӗслекен пайра аслӑ прокурорта та, прокуратура органӗсенче преступленисене тӗпчекен пайра та ӗҫленӗ.
Куславкка районӗнче хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта республикӑри ачасем хутшӑннӑ, хӑйсем ял хуҫалӑхӗнче мӗн пӗлнине тӗрӗсленӗ. Качака мӗн чухлӗ пурӑнать? Вӑрлӑха епле хатӗрлемелле? Йӑлтах хуравлама тивнӗ ачасен.
Партӑсем ҫинче ҫӗрулми, курӑк, тӑпра выртнӑ. Ачасем ӗҫсене тӗплӗн, тимлӗн пурнӑҫланӑ. Хресчен олимпиади пӗрремӗш хут иртнӗрен ачасем те, вӗрентекенсем те мӗнле хатӗрленмеллине пӗлмен.
Чӗрчунсем, пахча ҫимӗҫ пирки те ыйтусем пулнӑ. Олимпиада Тӗрлемес шкулӗнче иртнӗ. Унта ытларах Канаш, Комсомольски, Куславкка районӗсенчен килнӗ. Тӗлӗнмелле те, пӗрремӗш Шупашкарти 59-мӗш шкул хутшӑнма шутланӑ.
Тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Кӑнтӑрлаччен ачасем чӗрчунсем, ҫӗр ӗҫӗ пирки ыйтусене хуравланӑ. Унтан пултарулӑх ӗҫне пунӑҫланӑ. Ачасем чӑн-чӑн бизнес-план хатӗрленӗ. Вӗрентекенсем те кӑсӑкланнӑ кунпа, ӗҫсен пурнӑҫланӑ.
Олимпиадӑна ирттерес шухӑш Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермерӑн ҫуралнӑ. Вӑл унта ӑсталӑх класӗ те ирттернӗ.
Чӑваш Енӗн правительствин ӗнерхи планеркинче управляющи компанисене лицензилесси епле пынине тишкернӗ.
Лицензиленӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн рынокӗнчен управляющи компанисен 20 проценчӗ каймалла иккен. Вӗсенчен 10 проценчӗ халех ку процедурӑна хутшӑнас маррине пӗлтернӗ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри 5251 нумай хваттерлӗ ҫурта 165 управляющи компани тытса тӑрать, вӗсенчен пысӑк пайӗ, 86-шӗ, — Шупашкарта, 17-шӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта. Лицензи илес шухӑшпа республикӑн Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр инспекцине 147 организаци заявленипе тухнӑ. Асӑннӑ инспекци пуҫлӑхӗ Сергей Димитриев ӗнентернӗ тӑрӑх, хупӑнма кӑмӑл тунисенчен ытларахӑшӗ — сахал ҫурта тытса тӑракансем. Вӗсем лицензи илсен тата вӑйлӑрах тӗрӗслесе тӑрасран шикленеҫҫӗ имӗш. Унсӑр пуҫне Димитриев управляющи компанисенчен 15–20 проценчӗ тухӑҫсӑр ӗҫлет тесе пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа управляющи компанисем тытса тӑман ҫуртсем те пулӗҫ. Ун пеккисем Куславкка районӗнче уйрӑмах йышлӑ иккен: унта 105 ҫурт иккен, Канашра — 75, Комсомольскинче — 45.
Управляющи компани пӑрахсан ҫурта тытса тӑрас тивӗҫе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хӑй ҫине илмелле те малалла мӗнле тытса тӑрассине 15 кунта татса памалла.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче культура ӗҫченӗсен уявӗ пулчӗ. Республикӑн Культура министерстви вара ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсене тата пултаруллӑ ӗҫченсене суйламалли конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтерет.
Конкурса Чӑваш Енри 18 районтан 48 заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 29-шӗ культура учрежденийӗсенчен, 19-шӗ культура ӗҫченӗнчен.
Тӳресем чи маттуррисене суйласа илни пирки пӗлтереҫҫӗ. Республикӑри «Чи лайӑх культурӑпа кану учрежденийӗ» ята Куславкка районӗнчи Кӗтеснерти, Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкилти, Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальти клубсем тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх вулавӑш» ята Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакассинчи тата Етӗрне районӗнчи Пушкӑртри вулавӑшсене панӑ. «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ» ята вара 12 ҫын илнӗ. Вӗсен хушшичне, сӑмахран, Пӑрачкав районӗнчи Лариса Карташова библиотекарь, Йӗпреҫ районӗнчи Хурамалти Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Надежда Керимова, Элӗк районӗнчи Ураскилтри Альбина Козлова библиотекарь тата ыттисем пур.
Ҫак кунсенче чӑваш ЧНК хастарӗ, «Дентамед» акционерсен хупӑ обществин тӗп тухтӑрӗ Юрий Зорин ҫур ӗмӗрне паллӑ тунӑ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслани пирки эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ.
Юрий Александрович Чӑваш наци конгресӗн «Сывӑ наци» комитетне ертсе пынӑ май ҫамрӑк ӑрӑва спортпа явӑҫтарас енӗпе ырми–канми ӗҫлени пирки ӗнентерет ЧНКн пресс-служби. Вӑл тӑрӑшнипе ялӗсемпе хуласенче спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ иккен. Пирус туртнин, эрех ӗҫнин тата ытти усал япала сиенӗ пирки Юрий Зорин вӗренӳ учрежденийӗсенче усӑллӑ калаҫусем нумай ирттерет-мӗн.
2007 ҫулта Юрий Александровича Куслакка ентешлӗхӗн ертӳҫине суйланӑ. Ю. Зорин тӑрӑшнипех пӗлтӗр Куславкка районӗн сумлӑ энциклопедийӗ кун ҫути курнӑ иккен.
ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, президиумӑн пайташӗсем тата ӗҫ тӑвакан комитет Зорина ҫур ӗмӗрхи юбилейпа саламласа шупӑр парнеленӗ, малашне те пархатарлӑ та яваплӑ ӗҫӗнче хастар пулма суннӑ.
Чӑваш «Айболичӗ» тесе Зорин тухтӑр пирки Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби калать.
Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн М.В. Игнатьевӑн хушӑвӗпе Чӑваш наци конгресӗн президиумӗн пайташне, «Сывӑ наци» комитет ертӳҫине, «Дентамед» акционерсен хупӑ обществин тӗп тухтӑрне Юрий Зорина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Юрий Александрович Зорин 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче ҫуралнӑ. 1992-мӗш ҫулта Юрий Александрович шӑл тухтӑрӗн дипломне алла илнӗ те юратнӑ ӗҫе кӳлӗннӗ.
Юрий Зорин тухтӑра 2005 ҫулта Чӑваш Республикин Стоматологи ассоциацийӗн вице-президентне суйлаҫҫӗ, 2010 ҫулта вӑл «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ» ята илнӗ.
Канмалли кун пулнине пӑхмасӑрах ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев виҫӗ района ҫитнӗ. Вӑл Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчи депутатсен пухӑвӗсен ларӑвӗсене хутшӑнса тӗрлӗ шайри «халӑх тарҫисемпе» тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «сумлӑ, хисеплӗ ҫынсемпе» тӗлпулнӑ.
Унччен Элтепер ҫитнӗ ытти районти евӗрех Элтеперпе пӗрле министрсем те ҫула тухнӑ. Хальхинче экономика министрӗ Владимир Аврелькин, культура минситрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев, Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗн ертӳҫи Сергей Димитриев пулнӑ.
Экономика тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ май ҫӗршыв экономика тӗлӗшӗнчен ансат мар лару-тӑрура пулнӑ май республикӑн пӗтӗмӗшле хыснине те ҫӗнӗрен шутлама тивет, ҫавна май муниципалитетсемпе ял тӑрӑхӗсенне те тепӗр хутчен пӑхса тухма тивнине палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (41)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |